Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрринчи вулавӑшра илемлӗ вулакансен «Ухсай Яккӑвӗ — тӑван ҫӗр поэчӗ» район шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ.
Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэтне халалласа йӗркеленӗ мероприятие эрехӗррисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вулавӑшпа нумай функциллӗ клубӑн залӗсене чӑваш наци стилӗпе илемлетни кӑна мӗне тӑнӑ! Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӗлӗкхи япаласене тата музей экспоначӗсене курса киленнӗ.
Ялти вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Яковлева пухӑннисене Яков Гавриловичӑн пурнӑҫӗпе тата литературӑри пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ‚ видеопрезентаци кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Юратрӑм эп‚ хирсем‚ сире...» кӗнекесен куравне хатӗрленӗ.
Уява хутшӑнакансем те чӑваш наци тумӗсем тӑхӑнса конкурса хӑйне евӗр илем кӳнӗ.
Сӑвӑ вулакансем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Пӗринче 14 ҫула ҫитичченхи ачасем пулнӑ, тепринче – 15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем.
«Литературӑпа ҫыхӑннӑ вырӑнсем ҫын кӑмӑлӗнче мӑнаҫлӑх тата тӑванлӑх туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ. Вӗсем ҫыравҫӑн кун-ҫулне, унӑн пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тухнине тарӑнрах туйса илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек хаклӑ вырӑнсенчен пӗри – Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлак ялӗ. Шӑпах ҫак ялтан Ираида Петрова, Прохор Федоров-Минюк, Марина Яковлева, Владимир Аптраман паллӑ сӑвӑҫсем тухнӑ», — тесе ҫырнӑ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра.
Владимир Дмитриев (Аптраман) ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 85 ҫул ҫитнӗ. Ентешӗсем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннине манмаҫҫӗ. Пишпӳлекри тӗп вулавӑшӑн чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗ (ертӳҫи Н.П. Тарасова) Чӑваш чӗлхи кунӗнче «Йӗр» асӑну каҫӗ йӗркелесе ирттернӗ. Унта поэтӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, вӑрах вӑхӑт хушши пӗрле ӗҫленӗ районти «Ҫутӑ ҫул» хаҫат ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
1992-1994 ҫулсенче И.А. Андреевпа Ю.М. Виноградов ушкӑнӗ хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин орфографине йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫырнӑ правилӑсем тӑрӑх — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне «сӑмах майлашӑвӗсем» пулаҫҫӗ. Тата сӑмахӑн кӗскетнӗ формисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхин тасалӑхне, тӗрӗс калаҫассине пӗтереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине, чӑваш ҫырулӑхне аркатасси, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтересси ҫак орфографирен пуҫланса каять.
Чӑваш чӗлхин 1938 ҫулхи чӑн орфографине аркатма пулӑшакансем камсем пулнине Чӑваш халӑхӗ пӗлмелле, вӗсем ҫаксем:
- А.П.Хусанкай — 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине пӑрахӑҫласа «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырса хатӗрленӗ тӳнтерле орфографие вӑя кӗртес ӗҫе хирӗҫ каймасть.
- П.С.Краснов — 1992 ҫулта халӑх депутачӗ пулнӑ. 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине хӳтӗлес вырӑнне «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырнӑ Тӳнтерле орфографишӗн сасӑлать.
- А.П.Леонтьев — 1992-1994 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ. Вӑл тӑрӑшнипе хаҫатра учительницӑсем И.А.Андреевпа Ю.М.Виноградов ҫырнӑ Тӳнтерле орфографие мухтаса статьясем нумай кӑларчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн уйӑх хушшинчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл хӑйӗн ӗҫне иртнӗ уйӑхра, акай уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫларӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине паянхи кун ыйтнӑ шайра аталантарса пырасси. Тепӗр май каласан — электронлӑ хатӗрсене кӗртсе пырасси.
Ака уйӑхне пӗтӗмлетнӗ май тунӑ ӗҫ сахал пулмарӗ темелле. Сӑмахран, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ пӗр томпа пуянланчӗ — 1-мӗшпе. Вӑл кӗнекене электронлӑлатма самай йывӑр — унта усӑ курнӑ саспаллисем ытти томрисенчен кӑткӑсрах. Кӗҫех тата тепри электронлӑ словарьсен сайтне вырнаҫӗ — ӗҫе пурнӑҫлаканӗ каланӑ тӑрӑх 4-мӗш тома хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май халь пирӗн тата тепӗр 4 кӗнеке ҫеҫ юлӗ (3, 5, 6, 8).
Ик чӗлхеллӗ корпусра та ӗҫ вӗресе тӑрать. Ака уйӑхӗ хушшинче унта 2847 куҫару хушӑнчӗ. Паллах, 100 пине ҫитме тата нумай вӑй хумалла, анчах ӗҫ пӗр вырӑнта тӑманни савӑнтарать, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама май пуррине кӑтартать. Сӑмах май вӑл корпусра халь пурӗ 37 684 куҫарнӑ пуплевӗш (514 334 сӑмах). Хӑй корпус вара 1 103 текстран тӑрать — ку вӑл 1 155 033 сӑмахран тӑракан 80 241 пуплевӗш.
«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.
«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».
Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен.
«Тытса вулас килсе тӑракан кӗнекем пур — мехелӗ ҫитеймерӗ-ха», — ҫапла хыпарланӑ Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург паян Фейсбукра. Кӗнеке авторне курсанах тата ӑна кам хатӗрленине пӗлсенех хамӑн та ҫав туйӑмах ҫуралчӗ.
«Ӑна уҫсан, автограф курӑнса каяссӑн туйӑнать. Ҫук ҫав, аллине тытса ӗлкӗреймерӗ Иосиф хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине...», — ҫапларах хакланӑ Марина Карягина кӗнекене.
«Чи малтанах — тав Борис Чиндыкова. Пухса, хатӗрлесе кӑларнӑшӑн. Тайма пуҫ Николай Лукианова — пичетлеме кӗмӗлпе кӑмӑл тупнӑшӑн.
Борис пек, Иосиф пек ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ, пултаруллӑ та ирӗк вӑйлӑ чӑвашӑн ӗҫӗпе паллашмассерен хама хам саспа каласа ярап: «Пӗтмелли халàх мар ку...», — Карягина каланӑ кашни сӑмахпа килӗшес килет.
Ҫӗнӗ кӗнекене Иосиф Дмитриев-Трерӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) ӗҫӗсем кӗнине вулакан ӑнланчӗ пулӗ.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта эрнекун, ака уйӑхӗн 26-мӗшенче, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе ача пахчисенчи педагогсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейбсукра хыпаралнӑ.
«Тупӑшӑва хутшӑнакансем хальччен курман ачасемпе уҫӑ урок ирттерчӗҫ. Ҫак кун маншӑн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: Чӑваш чӗлхи кунӗ те, калӑм эрни те пӗрле... Вӗрентекенсем маттуррине пӗлеттӗм-ха, хула ачисем мӗнле пысӑк кӑсӑкланупа чӑваш чӗлхине, культурине вӗренесшӗн пулнине курса тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм, кашнине тытса ҫупӑрлас килчӗ», — тесе ҫырнӑ маттур журналист, драматург, сӑвӑҫ.
Уҫӑ урок ирттернине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ ӳкернӗ. Кӑларӑма «Раҫҫей 1» телеканалпа ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине, 9 сехетре, эфира кӑларӗҫ.
Чӑваш Енӗн Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ. Куҫ курманнисен пӗтӗм Раҫҫейри обществин Шупашкарти уйрӑмӗн пайташӗсем валли йӗркеленӗ мероприятие «Ытарайми чӑваш чӗлхи» ят панӑ.
Уява Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫнӑ. Мероприятие пухӑннисем ӑна ура ҫине тӑрса итленӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗн уявне ертсе пынӑ Надежда Григорьева вулавӑш ӗҫченӗ чӑваш букварьне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑскер чӑваш халӑхӗ валли ҫырнӑ халалпа паллаштарнӑ.
Вулавӑша ҫӳрекен Светлана Федорова Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан интернат-шкулта 6-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Зинаида Катерова чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Раҫҫейри тата Пэпӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Галина Никитина та чӑвашла юрланӑ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна йӗркелеме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗччӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, вӗҫленчӗ.
Акцие хутшӑннӑ май Альбина Егоровна Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ачисемпе тӗл пулнӑ. Унта вӗренекенсем валли вӑл чӑвашла кӗнекесем илсе кайнӑ. ЧР парламенчӗн Экономика политики, агропромышленность копмлексӗн тата экологи комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен 11-мӗш классемпе курнӑҫнӑ. ЧР парламенчӗн Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулта 8-мӗш тата 10-мӗш классенче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Николай Курчаткин Ҫӗрпӳри 1-мӗш тата 2-мӗш, Кӑнарти шкулсенче пулнӑ.
Акцие ҫавӑн пекех Федерацин травматоллоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, ЧР парламенчӗн ертӳҫин ҫумӗ – Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Юрий Кислов, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, И.
Ентешсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ. «Тӑван сӑмаха упрасси тата хакласси – пирӗн пӗрлехи ӗҫ», — тесе шухӑшлать вӑл.
«Ҫак уяв илемлӗ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхине – пирӗн халӑхӑн пысӑк та аслӑ пуянлӑхне – амӑшӗн сӗчӗпе пӗрле чуна хывнӑ мӗн пур ҫынна пӗрлештерет. Вӑл чӑвашсен наци ӑнланулӑхне сӑнарлакан пӗрлӗх символӗ, пирӗн ӑс-хакӑл культурине упраса хӑвармалли тата аталантармалли тӗп хатӗр пулса тӑрать», — шӑрҫаланӑ саламра.
«Тӑван чӗлхене, хамӑрӑн йӑх-тымарсене пӗлни иртнипе паянхин чӗрӗ ҫыхӑнӑвне, пуян культурӑпа истори еткерне тата авалхи йӑласене упраса хӑварма май парать. Тӑван сӑмаха упрасси тата хакласси – пирӗн пӗрлехи ӗҫ», — палӑртнӑ Михаил Васильевич.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |